Улатӑр округӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче культура ҫурчӗ тӑвасшӑн. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ.
Аукционра ҫӗнтернӗ организацин культура ҫуртне ҫитес ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Кун валли 71 миллион ытла тенкӗ уйӑрӗҫ.
Проектпа килӗшӳллӗн, культура ҫурчӗ 150 ҫын вырнаҫмалӑх пулмалла. Унта вестюбель, пӳлӗмсем, гардероб пулӗҫ. Умӗнче вара ача-пӑча лапамӗ, стоянка, спорт лапамӗ вырнаҫӗҫ.