Чӑваш Енре аслӑ ӳсӗмрисем валли «Активное долголетие» программа ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл 2030 ҫулччен вӑйра пулӗ.
Ҫав вӑхӑт тӗлне ватӑ ҫынсен 55,9 процентне хастар пурнӑҫа явӑҫтарасшӑн. Апла пурнӑҫ тӑршшӗ те вӑрӑмламалла: 73-рен 77 ҫула ҫитмелле. Программӑпа килӗшӳллӗн, ҫынсем спортпа ытларах туслашӗҫ, вӗренӳ программисене, пултарулӑх проекчӗсене хутшӑнӗҫ.
Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра республикӑра 13 центр «Манӑн социаллӑ центр» брендпа ӗҫлет. Унти специалистсем ватӑсемпе йога ирттереҫҫӗ, ӳкерме, шахматла выляма, финанс пӗлӗвне вӗрентеҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра цент Муркаш тата Тӑвай округӗсенче уҫӑлмалла.