Кӑҫалхи шӑрӑха пула республикӑра тӗш тырӑ 27,9 пин гектар ҫинче типсе ларнӑ. Уйрӑмах кӑнтӑр енчи районсем шар курчӗҫ. Вӗсем ҫеҫ-и, ҫумӑрсӑр аптӑранине вӑрнарсем те палӑртаҫҫӗ. «Ҫутҫанталӑка эпир питӗ кӳренетпӗр», — терӗ Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев ЧР Патшалӑх Канашӗн Экономика политики, агропромышленноҫ комплексӗ тата экологи енӗпе ӗҫлекен комитечӗн асӑннӑ тӑрӑха тухса ирттернӗ анлӑ ларӑвӗнче. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ял хуҫалӑх культурисене кӑҫал удобренипе икӗ хут ытларах апатлантарнӑ, апла пулин те хуҫалӑхсене тухӑҫ тивӗҫтермест. Тулӑ гектар пуҫне вӑтамран унта 21,7 центнер тухать. Ку вӑл, сӑмах май, елчӗксем хыҫҫӑн иккӗмӗш кӑтарту-мӗн.
Ӗҫҫине илсен, ӗнерхи кун тӗлне республикӑри хуҫалӑхсем тӗш тырӑна ӗнерхи кун тӗлне 51,2 пин гектар ҫинче вырса илнӗ, ку вӑл мӗн пур лаптӑкӑн пӗрре пиллӗкмӗш пайӗнчен 2 процента яхӑн нумайрах. Ир пулакан ҫӗрулмие 163 гектар кӑларнӑ, пахча ҫимӗҫе — 20 гектар.
Комбайнсем республикӑра 979 единица шутланса тӑраҫҫӗ, анчах вӗсенчен вырмана 774-шне явӑҫтарнӑ. Асӑннӑ хисепрен 528-шӗ 12 ҫултан кивӗреххисем иккен.