Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чун вӗҫевӗ. Полет души» нотӑланӑ юрӑ пуххи пичетленсе тухнӑ.
Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑм авторӗ – Валентина Тарават (Валентина Николаевна Игнатьева), Раҫҫей Федерацийӗн Ҫыравҫӑсен союзӗн членӗ (1995), Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1996), Чӑваш Республикинчи Композиторсен ассоциацийӗн членӗ (1996), Чӗмпӗр облаҫӗн хисеплӗ гражданинӗ (2007), «Браво, Маэстро!» преми лауреачӗ (2023). Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн музыка редакторӗ – Александр Васильев, издательство редакторӗ – Ольга Иванова, художникӗ – Дмитрий Литаврин. Тиражӗ – 800 экземпляр.
Нотӑланӑ юрӑ пуххине Валентина Тарават кӗвӗленӗ хайлавсем кӗнӗ. Сӑввисен авторӗсем – Валентина Тарават, Анатолий Ырьят, Николай Ларионов, Раиса Сарпи, Олег Прокопьев, Анатолий Чебанов, Галина Матвеева, Надежда Силпи, Любовь Мартьянова, Светлана Матлина. Ачасем валли ҫырнӑ произведенисем те пур.