Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын, слесарьте ӗҫлекенскер, мессерджерта килнӗ хыпара ӗненсе 1 миллион ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Вӑл укҫана ултавҫӑсене куҫарса панине виҫӗ кунран тин ӑнланнӑ. Арҫын полицие кайса кун пирки каласа кӑтартнӑ. Йӗрке хуралҫисем ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти 20-ри студент вара пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче мессенджерти хыпара ененсе «пысӑк биржӑна» инвестици хывнӑ. Вӑл ун чухне 300 ытла пин тенкӗ куҫарнӑ. Студент тупӑш килессе кӗтнӗ. Анчах нимӗнле укҫа та пулман. Вӑл халь тин, ҫулталӑк ҫитсен, полицие пырса заявлени ҫырнӑ.