Шупашкарти 53-ри хӗрарӑм ултавҫӑсене ӗненнӗ. Вӑл ун патне ФСБ ӗҫченӗ шӑнкӑравлать тесе шутланӑ.
Хӗрарӑм такамсем ун ячӗпе кредит илме хӑтланнӑ тенине ӗненнӗ. Ҫапла вӑл банкра 5 млн тенкӗлӗх кредит илнӗ те куҫарса панӑ. Банк ӗҫченӗ асӑрхаттарнине те хӑлхана чикмен.
Кун хыҫҫӑн та ултавҫӑсем унран хӑпман. Икӗ пӳлӗмлӗ хваттерне 4,7 млн тенкӗпе сутса ярса укҫине куҫарма хушнӑ. Хваттер сутни хут ҫинче кӑна имӗш, кайран вӑл таврӑнмалла.
Хваттере туяннӑ арҫын пырса тӑнӑ, хӗрарӑм ку манӑн хваттер тесе ӑна кӗртмен. Ара, вӑл ӑна хут ҫинче кӑна сутнӑ-ҫке-ха. Арҫын полицие кайнӑ. Хӗрарӑм пакунлисен умӗнче ҫав палламан ҫын номерӗпе шӑнкӑравланӑ та хӑй чӑнах та ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Ҫапла вӑл хваттерсӗр тӑрса юлнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 5 млн кредит тӳлемелле.