Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Юмана асӑнса – иккӗмӗш фестиваль

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Николай Ларионов-Йĕлмел 28.10.2023 22:31 | 1488 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Чӑнлӑ районӗнче Анатолий Юман поэта асӑнса «Крылья обретаю вновь» иккӗмӗш литература фестивалӗ иртрӗ. Пӗрремӗшне пӗлтӗр Анатолий Федоровичӑн тӑван ялӗ, Чӑвашкасси, йышӑннӑччӗ, хальхинче вара хӑнасене район центрӗ – Аслӑ Нагаткин ялӗ пуҫтарчӗ. Поэт ҫитӗнсе тӑван ялӗнчен тухса кайнӑ та ӗмӗрне Нагаткинта район хаҫатӗнче вӑй хурса ирттернӗ.

Анатолий Федорович Ермилов-Юман 1932 ҫулта ҫуралнӑ, пилӗк ҫул каялла вара ҫӗре кӗчӗ. Вӑл 70 ытла литературӑра тӑрӑшнине, 60 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнине хакласа патшалӑх «РФ культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят парса чысланӑ. Ҫаплах вӑл Чӑнлӑ районӗн пӗрремӗш Хисеплӗ гражданинӗ, литературӑри тата журналистикӑри темиҫе преми лауреачӗ. Ҫӗр ҫынни вӑл, тӑван ялне, тӑван районне, тӑван ҫӗршыва питӗ хытӑ юратнӑ, ҫакна сӑввисенче тата поэмисенче, ҫаплах статйисенче яр уҫҫӑн кӑтартса панӑ. Юманӑн икӗ ҫирӗп ҫунат пулнӑ – поэзи тата журналистика. Пирӗн аслӑ юлташӑмӑр -- тӑван ҫӗршыва парӑнса ӗҫлекен ҫыннӑн тӗслӗхӗ. Вӑл обществӑлла ӗҫсен хастарӗ, 1980-мӗш ҫулсем вӗҫӗнче Чӗмпӗр ҫӗрӗ ҫинче чӑваш юхӑмне пуҫарса яракансенчен пӗри.

Паллӑ ентешне асӑнса чыслама районти ытти ялсенчен культура ҫыннисем, вӗрентӳҫӗсем, ачасем тата район хаҫатӗнче пӗрле вӑй хунӑ ӗҫтешӗсем килнӗччӗ. Ҫаплах Чӗмпӗрти чӑваш ҫыравҫисем те пурччӗ.

Мероприятие РФ культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ В.Тарават ертсе пыракан «Шанӑҫ» юрӑ ушкӑнӗ темиҫе юрӑпа пуҫларӗ. Валентина Николаевна вара тӑван чӗлхе пӗлтерӗшӗ ҫинчен хӑй ҫырнӑ сӑвва вуларӗ. Сцена ҫине А.Юманӑн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗсем те тухрӗҫ, пиччӗшӗ алӑ пусса парнеленӗ кӗнекисем ҫинчен ун сӑввисене вуласа пачӗҫ, хӑйне ӑшӑ сӑмахсемпе аса илчӗҫ.Вырӑнти ҫыравҫӑсем, таврапӗлӳҫӗсем те хӑйсен сӑмахне каларӗҫ. Чи пахи вара – мероприяти тӑршшӗпе нумай ача Юманӑн нумай сӑввине вуларӗ. Апла пулсан поэт вӗсен чӗринче пурӑнать, унӑн поэзийӗ курӑнман юханшывпа ҫамрӑк ӑрусен чӗрине юхса кӗрет.

Уява хатӑрленӗ тата ирттернӗ район библиотекин ӗҫченӗсем (ертӳҫи О.Н.Казначеева) фестиваль малалла та пулӗ тесе шантарчӗҫ.

#Чӑвашкасси, #Аслӑ Нагаткин, #фестивальсем, #культура, #кӳршӗре, #Чӑнлӑ районӗ, #Чӗмпӗр облаҫӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем