Республикӑра иккӗмӗш кун ӗнтӗ вӑйлӑ ҫил алхасать. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 12-13-мӗшӗсенче Чӑваш Енри 18 ял-сала электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Ӗнерхи ир тӗлне 13 ялта ҫутӑ пулман. Специалистсем ӗҫе вӑхӑтра пуҫӑннипе ҫыханну ку.
Аса илтерер: вӑйлӑ ҫил Красноармейски районӗнчи Кивӗ Йӗкӗт ялӗнче теплицӑна илсе ыватнӑ. Шӑмӑршӑра вара шыв башни тӳнсе кайнӑ.