Ҫӗнӗ Шупашкарта 17-мӗш тата 21-мӗш маршрутсемпе ҫӳрекен автобуссенче билет хакӗ ӳсӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫӗнӗлӗх юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ.
Ҫав кунран пуҫласа ку автобуссенче билетшӑн 28 тенкӗ тӳлемелле. Банк карттипе тӳлесен те 28 тенкех кӑларса хума тивӗ.
Сӑмах май, кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче спутник хулара билет хакне ӳстерсе 24 тенке ҫитернӗччӗ. Ку — банк карттипе тӳлесен. Укҫан парсан вара — 26 тенкӗ.