Чӑваш Енре электроэнерги хакне чакарасси пирки шутлаҫҫӗ. Мӗнле майпа? Уйӑрса паракан генерацисем тӑвасшӑн. Тӗслӗхрен, пилӗк энергоцентр хута ярсан электроэнерги тарифӗ 4,8 тенкӗрен чакма пултарать. Хальхи вӑхӑтра республикӑра пӗр киловатт энергишӗн 5 тенкӗ ытларах тӳлемелле. Ку Атӑлҫи федераци округӗнче списокра хыҫалтан иккӗмӗш.
Пӗрремӗш энергоцентра Ҫӗнӗ Шупашкарта 2023 ҫулта тума палӑртнӑ. Тепӗр тӑваттӑшне 2024-2025 ҫулсенче хута ярӗҫ.
Agabazar // 1473.51.2134
2022.09.04 10:03 | |
Электроэнергие йÿнетме пулать. Анчах та электроэнерги хакне йÿнетме çук. Электроэнерги хакне вара чакарма пулать. |