Тӗнчере
![]() «Пӗр класрисем» ушкӑнри «Чувашский край» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Германирен пӗр ҫемье Чӑваш Ене куҫса килнӗ. Хӑйсем журналистсене ӗнентернӗ тӑрӑх, кунта вӗсен ачисем хӑйсене аванрах та туяҫҫӗ, тӗрлӗ енлӗн аталанаҫҫӗ. Андреас тата Инна Цурт паллашса пӗр ҫемьепе пурӑнма тытӑннӑранпа 14 ҫул ӗнтӗ. Инна — чӑваш хӗрӗ. Вӑл Канаш районӗнчи Сухайкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫемье пуҫӗ, Андреас, — Берлинта. Пулас мӑшӑр Германин тӗп хулинче паллашнӑ. Цуртсен ҫемйинче пурте вырӑсла тата нимӗҫле пӗлеҫҫӗ («Пӗр класрисем» ушкӑнри «Чувашский край» пабликра вырнаҫтарнӑ хыпарта чӑваш чӗлхи пирки асӑнман. Интернационаллӑ ҫемьери ачасем амӑшӗн тӑван чӗлхине ӑша илнипе илменнине калаймӑпӑр). Ҫемьери аслӑ ывӑл Александер Канашри 3-мӗш шкулта вӗренет, академи вокалӗпе кӑсӑкланать, хорта юрлать, вӑл Ҫамрӑк чукунҫулҫӑсен клубне ҫӳрет. 4-мӗш класс вӗренсе пӗтернӗ Христиан А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусне вӗренме кӗресшӗн. Ҫемьери чи кӗҫӗнни — Мартин та аслисене кура талпӑнуллӑ. Ашшӗ-амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ачасем Раҫҫейре чӑннипех те аталанма пуҫланӑ. Аслисене вӗсем кил-тӗрӗшӗнчи ӗҫсенче пулӑшаҫҫӗ. Кӑҫал ачасем пуҫласа ҫӗрулми лартса курнӑ. Инженер пӗлӗвӗллӗ Андреас пӳрт тума тытӑннӑ. Унта вӑл вырӑс кӑмакине вырнаҫтарасшӑн. Ачасем панулми пахчи ӗрчетме ӗмӗтленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |