Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫӑлав службине шӑнкӑрав ҫитнӗ: хӗрачан пӳрне автомат ӑшӗнче хӗсӗнсе ларна.
Ку Шупашкарти пӗр шкулта ОБЖ урокӗнче пулнӑ. Хӗрача автомат макетне сӳтсе пуҫтарнӑ. Ӑнсӑртран унӑн пӳрни пӑшал пеналӗ ӑшӗнче хӗсӗнсе ларнӑ. Вӑл ӑна хӑй тӗллӗн кӑларайман.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен ачан пӳрнине кӑларнӑ. Унтан ӑна медпулӑшу ӗҫченӗсем патне илсе ҫитернӗ.