Персона
![]() Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче чӑваш наукипе культуринче хӑйӗн ятне хӑварнӑ Семен Горский (13.02.1897-22.10.1975) профессора, филологи наукисен докторне, Чӑваш АССР наукин тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, актера, режиссера асра тытса портрет-каҫ иртӗ. «Ученый-педагог, актер и режиссер Семен Горский» ят панӑ мероприятие ӑсчах ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Вӑл пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 14 сехетре пуҫланӗ. Унта ученӑйӑн хӗрӗ Вера Семеновна та хутшӑнӗ. Семен Горский 1918-1922 ҫулсенче Чӑваш театрӗнче актер тата режиссер пулса ӗҫленӗ. Унтан вӑл пурнӑҫне педагогикӑна халалланӑ. 1951 ҫулта чӑваш литература чӗлхин историне тӗпчесе доктор диссертацине ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |