Вӑрнарти «Химик-Август» футбол клубӗ хӑйӗн командине ҫитес сезонта Раҫҫейӗн Олимп-первенствин Профессилле футбол лигин II дивизионне кӗртесшӗн.
Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗн директорӗ Владимир Свешников республикӑн спорт министрӗпе тӗл пулсан каланӑ тӑрӑх, иккӗмӗш футбол лигине кӗме тӗрлӗ услови тивӗҫтермелле, ҫав шутра «Химик» стадиона модернизацилемелле. «Химик-Август» команда халӗ шӑпах ҫавӑнта спортри хӑйӗн ӑсталӑхне туптать. Халӗ стадионта нумай пӗлтерӗшлӗ ҫурт тӑваҫҫӗ, унӑн пӗрремӗш хутӗнче салтӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗм, медицина кабинечӗ, иккӗмӗшӗнче тӳресем, допинг тӗрӗслевӗн пӳлӗмӗ тата ыттисем пулӗҫ. Трибунӑсене 1500 вырӑнлӑх тӑвӗҫ. Стадиона прожекторсемпе ҫутатӗҫ.
Футбол командин персоналӗ 11 ҫынтан (тренерсем, врач тата ыттисенчен) тӑрӗҫ.