Вӑрнарти 1-мӗш шкулта директорта ӗҫленӗ хӗрарӑм вӗрентекенсен премийӗсене илнӗ те хӑйӗн тӗллевӗпе усӑ курнӑ: хӗрне кредит тӳлеме пулӑшнӑ, шкул валли те укҫа юлнӑ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи раштавччен вӑл виҫӗ вӗрентекенӗн преми пайне илнӗ. Пӗтӗмпе - 149 пин тенкӗ. Ку укҫапа вӑл шкулти хуҫалӑх расхучӗсемшӗн тӳленӗ, хӗрне те кредит тӳлеме панӑ.
Следстви вӑхӑтӗнче хӗрарӑм тӑкаксене саплаштарнӑ. Суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 2,5 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Тӗрӗслев вӑхӑчӗ – 2,5 ҫул.