Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен Шупашкарти аэропорт хӗллехи режимпа ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫавна май хӑш-пӗр ирхи рейс пӑрахӑҫланать.
«Победа» авиакомпанин «Шупашкар – Мускав» рейсӗ икӗ хутчен пулӗ. Пӗри – Шереметьевӑна, тепри – Внуковӑна. Шереметьевӑна 11 сехет те 10 минутра вӗҫӗ (халӗ – 17 сехет те 25 минутра). Внуково аоэропортне вӗҫмешкӗн самолета 21 сехет те 50 минутра лартӗҫ. Чӳкӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 3-мӗшӗччен Внуковӑна тепӗр рейс пулӗ: 15 сехет те 55 минутра. Анчах кашни кун мар – тунтикун, кӗҫнерникун, эрнекун тата вырсарникун.
Питӗре тунтикун, юнкун, эрнекун, вырсарникун 20 сехет те 20 минутра вӗҫме пулать.