Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.7 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: «Победа» авиакомпани рейссен шутне хушӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 18.01.2021 20:13 | 365 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Чӑваш Ен тӗп хулинчен пассажирсене Мускава турттаракан «Победа» авиакомпани хушма рейссем кӗртме палӑртнӑ.

Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗллехи тапхӑр вӗҫлениччен хушма 11 рейс пулмалла. Вӗсем пурте — Шупашкартан Мускава тата Мускавран Шупашкара кайса килекеннисем. «Победа» авиакомпани Внуково аэропорта вӗҫет. Расписание улшӑну кӗртесси уяв тата кану кунӗсенче халӑха меллӗ пултӑр тенипе ҫыхӑннӑ.

Билетсене ҫывӑх вӑхӑтра сутма тытӑнӗҫ. Программа нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пурнӑҫа кӗме тытӑнӗ.

Самолетсем епле хутласси, паллӑ ӗнтӗ, пассажирсем епле ҫӳренинчен килет. Маларах Мускаври Шереметьево аэропортне кӑнтӑрлахи виҫҫӗмӗш рейс уҫӑлнӑ, анчах халӑх сахалран ӑна хупнӑ. «Победа» авиакомпанин виҫҫӗмӗш рейсӗ ҫуркуннехи тата ҫуллахи тапхӑрта юласси ҫул ҫӳрекенсенчен килӗ.

#самолетсем, #аэропортсем, #Шупашкар, #Мускав, #уявсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CKGpGzqgL0t/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

«Северный ветер» Шупашкара вӗҫме пӑрахӗ
2020, 03, 24
Шупашкартан самолетсем вӗҫме пуҫланӑ
2020, 06, 02
Шупашкара килекен самолет ҫурма ҫулта анса ларнӑ
2020, 11, 15
Мускавра мӗншӗн анса ларнине ӑнлантарнӑ
2020, 11, 17
Ҫанталӑка пула самолет Шупашкарта час анса ларайман
2021, 01, 05

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org