Персона
![]() Альбина Егорова. ideputat.er.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑн Патшалӑх Канашӗн председательне Альбина Егоровӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑласси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ. Чӑваш парламенчӗн спикерӗ 1958 ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗнче ҫуралнӑ. 1999 ҫулта Питӗрти патшалӑх техника университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, унта «Экономика тата предприятие ертсе пырасси» специальноҫа алла илнӗ. Ҫамрӑк чухне вӑл Шупашкарти планпа экономика техникумӗнче ӑс пухнӑ. Ун хыҫҫӑн Шупашкар районӗнчи финанс пайӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Каярах асӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — экономика, пурлӑх тата хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшнӑ. 2010-2016 ҫулсенче Чӑваш Республикин Конкурентлӑ политика тата тариф службине ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Намӑс!!!
Валери Туркай,
Чӑваш халӑх поэчӗ.
89278555480