Политика
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн сити-менеджер тилехепине вӑхӑтлӑха Владимир Мустаева шанчӗҫ. Унччен вӑл райадминистрацире пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗ — экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшнӑ. Елчӗк районӗнче ҫуралнӑскер Шупашкар районӗнче тӗрлӗ должноҫре чылай ҫул ӗҫленӗ. Нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрринче Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пуҫлӑх пулма республика шайӗнче сӗннӗ кандидата тишкернӗ. ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Алевтина Федоров ертсе пыракан комисси Владимир Мустаева сити-менеджер пулма сӗннӗ. Анчах районти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем яхӑнне те яман. 17 депутатран 6-шӗ ҫеҫ Владимир Муставшӑн сасӑланӑ. Ҫапла вара вӑл тивӗҫе пурнӑҫлакан пулса юлнӑ. Пуҫлӑха авӑн уйӑхӗн суйлав хыҫҫӑн ҫеҫ палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |