 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
Чӑваш Енри тата тепӗр пултаруллӑ сӑвӑҫ халӑх поэчӗ ялта тивӗҫнӗ.
Хальхинче ҫак ята Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн пайташне Светлана Асамата (Смирновӑна) пама йышӑннӑ.
Светлана Васильевна – сӑвӑҫ та, композитор та. Вӑл юрлама та ӑста.
Светлана Асамата чӑваш литературине тата культурине аталантарас, ӑна халӑхра сарас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата пултарулӑх енӗпе нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн «Чӑваш халӑх поэчӗ» хисеплӗ ята парасси ҫинчен калакан хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.




| Базиль Кириллов // 2007.89.5973 2021.08.31 14:50 | |
| Чăваш литератури Хусанкайпа Асамат таран ишĕлсе выртать. | |
| Ялтан // 2007.89.5973 2021.08.31 14:53 | |
| Ҫавсен эксперт таврашĕ пур-ши Указа ал пусиччен канашласа илме? | |
| Валери Туркай // 8245.9.9672 2021.09.01 12:54 | |
| Саламлатӑп!!!
 Сарпие маларах саламланӑччӗ. Аранах чӑваш хӗрарӑм-ҫыравҫисене те "Чӑваш халӑх поэчӗ" хисеплӗрен те хисеплӗ ятпа чысларӗҫ!!! Аранах!.. Валери Туркай | |
| Agabazar // 1047-3769 2021.09.01 15:48 | |
|  | Базиль Кирилловсем  мĕнпурне ишсе-çĕмĕрсе пыраççĕ.  Çавсенчен килет пĕтĕм инкек. | 
| Agabazar // 1047-3769 2021.09.01 15:51 | |
|  | <<Ялтан // 2007.89.5973 2021-08-31 14:53 Ҫавсен эксперт таврашĕ пур-ши Указа ал пусиччен канашласа илме?>>
 Мана чĕн, эп экспертиза туса пама килĕшетĕп. | 
| Мускавран // 2285.10.9615 2021.09.03 16:53 | |
| Эксперт пулма квалификаци кирлӗ | |
| Agabazar // 3592.71.5004 2021.09.03 21:00 | |
|  | Квалификаци çеç-ши? | 
| Базиль Кириллов // 4037.25.0203 2021.09.04 09:43 | |
| Ха-ха! Кулсах вилмелле:  кунӗпе диван ҫинче тюлень пек сарӑлса выртакан Акапӑсар литературӑпа культурӑна тытса пырать иккен. Мӗнешкел маттур! | |
| Валери ТУРКАЙ // 2684.3.3485 2021.09.06 05:09 | |
| Ия, АкапӐсарпа тавлашма питӗ хӗн. | |
