Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Юрий Сементерӗн ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.08.2021 05:32 | 1636 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть Юрий Сементерӗн ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухнӑ.

«Параппанлӑ Митраппан» кӑларӑма сӑвӑсем кӗнӗ. Кӗнекене 1 пин тиражпа кун ҫути кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн редакторӗ – Ольга Иванова, художникӗ – Екатерина Васильева.

«Параппанлӑ Митраппан» кӗнекене кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем юратса вуласса шанаҫҫӗ. Асӑннӑ ӗҫ ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли ҫырнӑ ал ҫырусен 2020 ҫулхи республикӑри конкурсӗнче ҫӗнтернӗ май ӑна хысна шучӗпе пичетленӗ.

Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ача-пӑча валли сахал мар кӗнеке кӑларнӑ. Вӗсене Шупашкарта та пичетленӗ, Мускавра та. Поэт Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ вулавӑшпа туслӑ ҫыхӑну тытать, шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансемпе тата шкул ачисемпе тӑтӑшах тӗлпулусем ирттерет.

#поэтсем, #ҫыравҫӑсем, #чӑваш чӗлхи, #вулавӑшсем, #кӗнекесем, #Кӗнеке издательстви, #сӑвӑсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1125.99.1919
2021.08.09 11:46
Agabazar
Юрий Сементер мĕн тата мĕнле çырмаллине питĕ лайăх пĕлсе тăрать. Сăвă ăсталахне алла илнĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем