Персона
![]() culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫин, драматургӗн, журналисчӗн, «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗн Арсений Тарасовӑн 65 ҫулхи юбилейӗ пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Арсений Тарасов — пултаруллӑ ҫыравҫӑ, ӑслӑ та тарӑн шухӑшлавлӑ ҫын. Ӑсталӑхӗ тапса тӑрать пулин те каппайчӑк та, курнӑҫ та мар вӑл. Шурсухалсем ун пеккисем пирки калашле, ватӑпа ватӑ пек, ачапа ача пек пулма пӗлет. Калем ӑстин литературӑри ӗҫӗ-хӗлӗ 1975 ҫулта пуҫланнӑ. Шӑпах 1975 ҫулта Арсений Тарасовӑн пирвайхи сӑввисем «Тӑван Атӑл» журналта пичетленнӗ. Халӗ унӑн «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ», «Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ», «Чӑваш кӗпи» кӗнекисене ҫынсем юратса вулаҫҫӗ. Паян, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ Арсений Тарасовпа портрет-каҫ ирттерӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ. Портрет-каҫа вулавӑшӑн «Ютуб» видео-хостингри каналӗнче тӳрӗ эфирта курма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |