Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: Ял хуҫалӑхӗ валли трактор кӑларма тытӑнӗҫ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 20.05.2021 20:22 | 521 хут пӑхнӑ
Экономика

«Трактор савучӗсем» концерн Шупашкарта ҫӗнӗ йышши тракторсем кӑларма пуҫлӗ. Ҫав енӗпе Раҫҫейӗн Промышленность министерстви унччен конкурс ирттернӗ.

Концерн производствӑн ҫӗнӗ хӑвачӗ ҫине тухӗ. Ҫулталӑкра 8 пин ял хуҫалӑх тракторӗ кӑларма пуҫласшӑн. Кашни техникӑн двигателӗн хӑвачӗ — 40-90 лаша вӑйӗ. Ку производствӑна уҫни ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме май парӗ. 500 ӗҫ вырӑнӗнчен пуҫласа 700 ӗҫ вырӑнӗ таран пулӗ.

Пӗчӗк тата вӑтам хӑватлӑ, урапаллӑ тракторсем кӑларассине Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программине кӗртнӗ. Унӑн хакӗ — 2 миллиард тенкӗ ытла.

#тӳре-шара, #экономика, #промышленность, #ял хуҫалӑхӗ, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫулталӑкри чи лайӑх экспортерсене палӑртнӑ
2021, 04, 01
Чӑваш Ене Раҫҫейӗн министр ҫумӗ ырланӑ
2021, 04, 22
Данилова вице-премьер пулма шаннӑ
2021, 04, 28
Канаш районӗнче пыллӑ квас туса кӑлараҫҫӗ
2021, 05, 05
Шкулта Сывлӑх центрӗ уҫӑлнӑ
2021, 05, 12

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org