Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Яракассисем усламҫа сӗт пама пӑрахӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 08.04.2021 21:33 | 1542 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ
Ядринтв тунӑ сӑн
Ядринтв тунӑ сӑн

Ял ҫыннисене усламҫӑсем сутӑн илекен сӗт йӳнелни пӑшӑрхантарать. Етӗрне районӗнчи Яракассинче пурӑнакансем кунпа килӗшесшӗн мар, усламҫа ялӗпех сӗт пама пӑрахасшӑн.

Пушӑн 26-мӗшӗнченпе унта сӗте 18 тенкӗпе йышӑнаҫҫӗ. Унччен 24 тенкӗ пулнӑ. Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, капла ӗне усранин усси ҫук. Ара, чылайӑшӗшӗн вӑл тупӑш тумалли пӗртен-пӗр мел-ҫке-ха.

«Сӗт лавккари газлӑ шывран та йӳнӗрех пулса кайрӗ», - теҫҫӗ ҫынсем. Ӗне усрама вара ҫӑмӑл мар: ҫулла утӑ туса илме те самай укҫа кирлӗ. Ял ҫыннисем пуха туса пурте усламҫа сӗт пама пӑрахма калаҫса татӑлнӑ.

#ял хуҫалӑхӗ, #Етӗрне районӗ, #Яракасси, #сӗт, #хаксем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/71011
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Анонимла // 1985.46.2169
2021.04.09 22:08
"Ял ҫыннисем пуха туса пурте усламҫа сӗт пама пӑрахма калаҫса татӑлнӑ". Пурте пӗрле кар тӑрсассӑн, пурте чӑннипех забастовка тусассӑн, сутӑнчӑксем тупӑнмасассӑн, сӗт хакне хӑпартма пулать-ха! Юриех таблица пӑхрӑм, пӗтӗм республикипех 18 тенкӗпе пухаҫҫӗ иккен. Кама пуйтарать-ши ӗне тытакан? Камӑн кӗсъи тулать-ши?
Ҫӑкӑр туянмалӑх та пулин укҫа пултӑр тесе хамӑр ҫимесӗр сӗт витри йӑтса тухатпӑр вӗт, ачасене тӑпӑрчӑ ҫитермесӗр.
Вӑй питти халӑх ӗне усрама пӑраха пуҫларӗ, канлӗ пурӑнасшӑн. Тӗрӗс тӑваҫҫӗ, ҫӑвӗпе ӗнешӗн ӗҫлемелле, кӗтӳ пӑхмалла, утӑ хатӗрлемелле, ҫанталӑкпа вӑрҫа-вӑрҫа. Хӗлӗпе выльӑх пӑхмалла, выльӑха пӑрахса каяймастӑн, ниҫта тухаймастӑн. навусне тасаламалла, навусне пахчана тӑкмалла...Пӗр хутчен анасем ҫинчи утта пуҫтарса илме 10 пин тухса каять, вӑй питти ҫынсем пулсассӑн утӑ кӗртме пулӗ-ха, ҫын куҫӗнчен пӑхакан этемӗн мӗнле пурӑнмалла? Качака усра -тесе калама лайӑх, качакипе татах та канительнӑйрах вӗт! Мӗн чухлӗ сӑмах илтме тивет качакашӑн.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем