Халӗ Чӑваш Енре 105 гектар ҫинче хӑмла ӳстереҫҫӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче вара 4,2 пин гектар пулнӑ. Республикӑра хӑмла ӳстермелли лаптӑка пысӑклатма палӑртнӑ.
Нумаях пулмасть ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри «Ленинская искра» колхозра пулса курнӑ, хӑмла плантацийӗпе паллашнӑ. Хуҫалӑхра 28 гектар ҫинче хӑмла ӳстереҫҫӗ. Юнашарти 10 гектара Мускаври сӑра вӗретекен «Русхмель» тулли мар яваплӑ общество тара илнӗ. Инвестор ҫитес ҫул 20 гектар ҫинче хӑмла ӳстересшӗн. Пурӑна киле 40 гектар таран ҫитересшӗн.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал хӑмла тухӑҫӗ япӑхах пулмалла мар.