Канаш тӑрӑхӗнчи «Канаш» тата «Канаш Ен» хаҫатсене тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче йышлӑ вулаҫҫӗ. «Контактра» вӗсен 7,3 пин тус, «Пӗркласрисем» ушкӑнра — 5,6 пин, «Instagram»-ра — 5,3 пин. Унсӑр пуҫне «Яндекс Дзен»-ра тата Фейсбукра каналсем уҫнӑ. «ТикТокра» та хӑйсен тусӗсене шыраҫҫӗ.
Канаш район хаҫачӗн тӗп редакторӗ Людмила Шурекова тӗнче тетелӗсӗр хальхи вӑхӑтра май ҫук тесе шухӑшлать, ҫавӑнпа мӗнпур майпа тулли усӑ курма тӑрӑшнине пӗлтерет.
«Пичет кӑларӑмӗсен, сайтӑн, халӑх ушкӑнӗсен аудиторийӗ пачах расна. Апла пулин те эпир хыпарсене кашни патне ҫитерме тӑрӑшатпӑр. Ҫавӑн валли тӗрлӗ ҫӑлкуҫпа усӑ куратпӑр», — тенӗ Людмила Шурекова «Чувашинформ.рф» сайта.