Пирӗн республикӑри журналистсене хисеплӗ ят парас шанчӑк пур. Ҫакӑн пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Хыпар» издательство ҫурчӗн журналисчӗсемпе тӗл пулсан паллӑ пулнӑ.
Чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗ тухма пуҫланӑранпа 115 ҫул ҫывхарнине халалланӑ тӗл пулура республика ертӳҫи журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Вера Иванова журналист: «Журналистсем такамшӑн та тӑрӑшаҫҫӗ. Халӗ хускатнӑ ыйтусем те ҫынсемшӗн тӑрӑшнипех ҫыхӑннӑ. Анчах вӗсем хӑйсемшӗн пачах та ыйтмаҫҫӗ тесен те юрать. «Массӑллӑ информаци хатӗрӗсен хисеплӗ ӗҫченӗ», «Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ журналисчӗ» хисеплӗ ятсем туса хума май ҫук-ши?», — тесе ыйтнине Олег Алексеевич «Лайӑх сӗнӳ», — тесе йышӑннӑ, яваплисемпе сӳтсе явма пулнӑ.
Валери ТУРКАЙ // 3649.18.8471
2021.01.20 12:05 | |
чухне. Пӗрисем, уйрӑмах пичет ветеранӗсем, хавхаланса ырларӗҫ ман сӗнӗвӗме, теприсем... Уйрӑмах Галина Платонова текенскер питӗ хытӑ ҫухӑрчӗ ун чух "Журналистсене уйрӑм хисеплӗ ят кирлӗ мар!!!" тесе. Игнатьевпа ун хӳрешкисене, А.С.Иванов йышши шампахырӑмсене, ҫав кӑна кирлӗччӗ - тытрӗҫ те вӗсем, ырӑ пуҫарӑва ҫӳп-ҫап шӑтӑкне вӑркӑнтарчӗҫ.
"Хыпар" коллективӗ пӗтӗмпех астӑвать пуль тетӗп.
Эх, чӑвашсем, чӑвашсем!..
Валери Туркай