Туберкулёзпа кӗрешекен диспансера «Республикӑн судпа медицина экспертизи» хысна учрежденине парӗҫ. Документа паян Чӑваш Ен влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленнӗ.
Ӗҫлӗ хутра асӑннӑ диспансер 680,9 тӑваткал метр йышӑнать. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти Селикат урамӗнче 6-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Асӑннӑ ҫурт патшалӑх харпӑрлӑхӗ шутланать. Унпа Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин Туберкулёзпа кӗрешекен республика диспансерӗ» хысна учежденийӗ хуҫаланнӑ. Судпа медицина экспертизине ҫурта 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен парӗҫ.