«Уяв» ансамбль «Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ» Раҫҫей шайӗнчи хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Кун пирки ӗнер, раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, паллӑ пулнӑ.
Пултарулӑх ушкӑнӗ Шупашкарти Тӗп клуб тытӑмӗн йышӗнче шутланать. Вӑл — Чӑваш Республикинчи тата Раҫҫейри сайра тӗл пулакан коллектив. Ансамбле чӑвашсен хӑйне евӗр культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарнишӗн кӑмӑллаҫҫӗ. Ансамбль халӑх художество пултарулӑхне тата ҫӗршывӑн культурине пысӑк тӳпе хывнине халӗ тивӗҫлипе хакланӑ.
Фольклор ансамбльне Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Душа России» (чӑв. Раҫҫей чунӗ) РФ Правительствин премийӗн лауреачӗ Зинаида Козлова йӗркеленӗ, вӑлах ертсе пырать. Аккомпаниаторӗ — Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Эдуард Кириллов.