Сывлӑх
![]() stihi.ru сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне республикӑра тепӗр 4 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Ҫапла ку таранччен вируса пула 272 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне 12449 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 11496-шӗ сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне сывалакансен йышӗ нумай пулнӑ: 290 ҫын чире парӑнтарнӑ. Палӑртмалла: пандеми пуҫланнӑранпа кунашкалли пулман. Пӗр талӑкра 124 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Паянхи кун тӗлне кӑшӑлвирус пуррине тупса палӑртнӑ 681 ҫын пульницӑра е килте амбулатори мелӗпе сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |