Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Сывлӑх
![]() canva.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер каҫхине «Россия-24» (чӑв. Раҫҫей-24) телеканалпа кӑтартакан «Факты» кӑларӑмӑн ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Кӑшӑлвирус пирки калаҫнӑ май республика ертӳҫи юлашки тӑватӑ кунта кӑшӑлвирусран сипленме тӳлевсӗр эмел илекенсен шучӗ 4 хут ӳснине пӗлтернӗ. Аса илтерер: ковидран килте сипленекенсене хысна шучӗпе эмелпе тивӗҫтермеллине ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин каланӑччӗ. Кайран регионсене вкҫа валеҫсе пачӗҫ. Пирӗн региона ҫав тӗллевпе 48,5 миллион тенкӗ уйӑрчӗҫ. Олег Николаев федераци телеканалне амбулатори ковид-центрӗсене транспортпа тивӗҫтернин, колл-центрсем, нимеҫӗсем ӗҫленине пӗлтернӗ. «Ҫывӑх вӑхӑтра лару-тӑнӑҫланасса шанатпӑр», — тенӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |