Сывлӑх
![]() cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне тепӗр 130 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ку – каллех рекорд. Шел те, каллех вилекенсем пулнӑ. Хальхинче 3 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Ҫапла майпа ку таранччен 268 ҫын каварлӑ вируса пула вилнӗ. Ҫуррине яхӑнӑшӗ, 123 ҫын, чӳк уйӑхӗнче вилнӗ. Ку таранччен пирӗн республикӑра 12325 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 11206-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 42 ҫын чире парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне 766 ҫын (вӗсен кӑшӑлвирус пурри ҫирӗпленнӗ) пульницӑра е килте амбулатори мелӗпе сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |