Ҫурт-йӗр
![]() sin-doch.ru сайтри сӑн Малашне Чӑваш Енре нумай хваттерлӗ ҫӗнӗ ҫуртсенче ҫӑрапа уҫмалли чӳречесем лартӗҫ. Кун пирки ЧР Правительствинче иртнӗ канашлура калаҫнӑ, ку ыйту пирки строительство министрӗ Александр Героев тӗплӗнрех каласа кӑтартнӑ. Ҫакна ачасем ҫӳллӗшӗнчен ӳксе ан вилччӗр тесе профилактика тӗлӗшпе тӑваҫҫӗ. Аса илтерер: ачасем шӑпах ҫак сӑлтава пула ытларах вилнине палӑртнӑ. Кӑҫал 6 шӑпӑрлан ҫӳллӗ хутри чӳречерен ӳксе пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 23 ача суранланнӑ. Юлашки хутчен кунашкал тӗслӗх Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пулнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |