Паян Сӗнтӗрвӑрринчи культура ҫуртӗнче уяв пулчӗ — ӑна ҫак культура учрежденийӗ ҫумӗнчи чӑваш юррин хорне йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалласа ирттерчӗҫ. Чылай номинацисенче ҫӗнтернӗ, кашни уява тенӗ пекех хутшӑнакан ушкӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Геннадий Павлович Раков ертсе пырать. Мӑшӑрӗ те унан ҫак хортах юрлать.
Халӑх хорӗн ҫупҫинче — терлӗ автор юррисем. Ҫав шутра, паллах, чӑваш халӑх юррисем те. Хальхи композиторсен хайлавӗсене те тиркемеҫҫӗ вӗсем — Ф. Лукин, Г. Хирпӳ, Ю. Кудаков кӗвӗленисене шӑрантараҫҫӗ. Ушкӑнра аслисем кӑна мар, ача-пӑча та сахал мар — ҫитӗннӗ ӑрӑвӑн эткерне ӳнер шкулӗн фольклор пайӗнче вӗренекенсем тӑсаҫҫӗ.
Уяв халах хорӗн юррисемпе пуҫланчӗ. «Чӗкеҫ вӗҫет ҫӳлелле», «Юрату юрри», «Итлӗр куккук сассине» тата ытти юрӑ курма килекенсен кӑмӑлне ҫӗклерӗ. Ҫавра ҫул тултарнӑ ушкӑна саламлама ыттисем те килнӗччӗ — вӗсенчен те парне, юрӑ саламӗ, пулчӗ. Чӑваш наци конгресӗ ячӗпе ҫитнӗ Алевтина Соколовӑпа Александр Иванов та ыттисенчен юлмарӗҫ — хисеп хучӗпе чысланисӗр пуҫне пӗрер юрӑ шӑрантарса пачӗҫ. Вӗҫленессе те уяв юрӑсӑр пулмарӗ — кунта аслисемпе пӗрле ачасем те хӑйсен сассисемпе савӑнтарчӗҫ.
Ҫак кун хор чылай чечек, нумай парне илчӗ. Хисеп хучӗсемпе тав хучӗсен шутне те шутлама май ҫукччӗ — хора хутшанакан кашни юрлакана пачӗҫ тесен те йӑнӑш пулмӗ.
Пӗр кӑлтӑк ҫеҫ курӑнчӗ — халӑх хорӗ чӑвашла юрӑсем юрлать пулин те уяв ятне вара вырӑсла панӑ («Звени, песня!»). Пӗлтерӳ хучӗсем ҫинче шел пулин те пӗр чӑваш сӑмахӗ те тупӑнмарӗ. Хули, хӑйсем калашле, вырӑссен пулин те, ҫав хутсем ҫине пӗр-ик чӑваш сӑмахӗ ҫырнӑ пулсанах чунра ӑшӑрах пулӗччӗ ӗнтӗ. Халь пулмарӗ пулсан, малашне те пулин ҫакна асра тытасчӗ. Ытти енчен вара уяв чӑн та питӗ чаплӑ иртрӗ — куракансем те, хорти юрӑҫсем те кӑмӑллӑ юлчӗҫ.
Сӑнсем (208)