Нарӑс уйӑхӗнче кӑҫал Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Чӑваш юррин халӑх хорӗ йӗркеленнӗренпе 20 ҫул ҫитрӗ. Юбилея анлӑн ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче районти культура ҫуртӗнче паллӑ тӑвӗҫ — ятарлӑ пултарулӑх каҫне ирттерӗҫ. Паянхи кун халӑх ушкӑнӗ ҫав юбилея хатӗрленет.
Халӑх хорӗн ҫупҫинче — терлӗ автор юррисем. Ҫав шутра, паллах, чӑваш халӑх юррисем те. Хальхи композиторсен хайлавӗсене те тиркемеҫҫӗ вӗсем. Ушкӑнра аслисем кӑна мар, ача-пӑча та сахал мар — ҫитӗннӗ ӑрӑвӑн эткерне ӳнер шкулӗн фольклор пайӗнче вӗренекенсем тӑсаҫҫӗ.
Чӑваш юррин халӑх хорӗ хӑйӗн пултарулӑхӗпе яланах савӑнтарать. Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук вӗсен — чылай концертра, кашни уявра вӗсем кӗтнӗ хӑна шутӗнче.