Шупашкарти аэровокзала юсаса ҫӗнетме хатӗрлесси вӗҫленсе пырать. Аэропорт Инстаграмра хыпарланӑ тӑрӑх, хатӗрленӳ ӗҫӗн чи вӑрӑм тапхӑрне пӗтернӗ. Проектпа смета документацине патшалӑх экспертизи витӗр тухма панӑ. Пулас терминалӑн проектне экспертсем виҫӗ уйӑх хушшинче хакласа пӗтермелле.
Аэропортра палӑртнӑ тӑрӑх,аэровокзал комплексне юсаса ҫӗнетес ыйтӑва 2016 ҫулта «Аэрофьюэлз» компани пуҫарнӑ. Ҫав тӗллевпе аэропорта «Международный аэропорт Чебоксары» (чӑв. Шупашкарти халӑхсем хушшинчи аэропорт) тулли мар яваплӑ обществӑна, уйрӑм ҫын аллине, панӑ. Хуҫа улшӑннӑ хыҫҫӑн пассажирсене турттарасси виҫӗ хут ӳснине ӗнентереҫҫӗ.
Аэровокзала «Аэрофьюэлз» компани хӑйӗн укҫипе юсаса ҫӗнетӗ. Ун валли федераци е республика хыснинчен кӗмӗл ыйтмӗҫ.