Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Муркаш районӗнче икӗ ҫын путса вилнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗшӗ те юраман вырӑнта шыва кӗнӗ.
Ҫурла Тӑрри ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере ҫак тӑрӑхрах пурӑннӑ 48 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, утӑ пуҫтарнӑ хыҫҫӑн арҫын юлташӗсемпе шыва кӗме кайнӑ. Хӑй вара урӑ пулман.
Тепӗр инкек Мӑн Шетмӗ плотининче Автанкасси ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. 27 ҫулти арҫын та шӑрӑхра шыва кӗме кайнӑ. Вӑл плотина ҫийӗн карнӑ пӑрӑх ҫинчен сикнӗ те каялла тухман.