Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Антон Чехов калавӗсен куҫарӑвӗсене хакласа пӗтертӗмӗр

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.06.2020 12:59 | 2697 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Кӑшӑлвирус алхасма пуҫланине пула килте ларма тивнӗ чухне эпир «Антон Чехов чӑвашла» ӑмӑрту пуҫартӑмӑр. Халӗ ӗнтӗ ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ.

Пурӗ ҫичӗ куҫару ярса пачӗҫ (ярса панӑ вӑхӑтпа):

• Алексей Леонтьев — «Мунчара» (В бане);

• Тимӗркке — «Чунне уҫни, е Оля, Женя, Зоя» (Исповедь, или Оля, Женя, Зоя);

• Алина Иванова — «Тӑван кӗтесре» (В родном углу);

• Светлана Трофимова — «Кӳршӗсем» (Соседи);

• Альбина Кыран — «75000»;

• Александр Михайлов — «Идеалист асаилӗвӗсенчен» (Из воспоминаний идеалиста);

• Ишук Тавраш — «Кӑшкӑру палли» (Восклицательный знак).

Хаклав ӗҫне тӑваттӑн хутшӑнтӑмӑр: Арсений Тарасов, Борис Чиндыков, Валери Туркай тата Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Аҫтахар Плотников.

Пурин хаклавне те пӗрлештернӗ хыҫҫӑн малти вырӑна ҫак куҫарусем тухрӗҫ:

1-мӗш вырӑн: Тимӗркке — «Чунне уҫни, е Оля, Женя, Зоя» (ӑна 3000 тенкӗпе хавхалантарӑпӑр);

2-мӗш вырӑн: Алексей Леонтьев — «Мунчара» (2000 тенкӗпе);

3-мӗш вырӑн: Александр Михайлов — «Идеалист асаилӗвӗсенчен» (1 пин тенкӗпе).

Хаклавпа туллин кунта паллашма пулать. Парнесем тӗлӗшпе ҫапларах: эпир малтан пӗлтернисӗр пуҫне Валери Туркай хӑй ячӗпе пама пулчӗ. Хавхалантару укҫине илес тесен вара amartu@chuvash.org адреспа хӑвӑрӑн карточка номерӗсене (Сбербанк) ярса парӑр. Ҫавӑн пекех телефонӑрсене — вӑл сирӗнпе ҫыхӑнма кирлӗ пулӗ — пӗлтерме ан манӑр. Хавхалану укҫине хатӗрлесе хунӑ ӗнтӗ — мӗнле пӗлтеретӗр, тӳрех куҫарса парӑпӑр.

Маларах эпир ҫак куҫарусене Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине кӗртсе сире вӗсемпе ҫапла май паллаштарӑпӑр тесе пӗлтернӗччӗ. Шел те, пурне те тенӗ пекех унта кӗртиччен якатас пулать. Опечаткӑсем, самай пысӑк йӑнӑшсем пурри ку текстсене тӳрех корпуса кӗртме май памасть. Ҫавна май эпир вӗсене пӗр ҫӗре пухса вырнаҫтарас терӗмӗр. Пур куҫарусемпе те кунта паллашма пултаратӑр.

#ӑмӑртусем, #литература, #Антон Чехов чӑвашла, #ЧЧЛ, #чӑваш чӗлхи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери Туркай // 3740.26.8142
2020.06.20 14:12
Пысӑк кӑна мар, питӗ пысӑк ӗҫ турӑн, Аҫтахар! Саламлатӑп! Тав тӑватӑп! Ӑмӑртӑва хутшӑннисене пурне те чӗререн саламлатӑп!
Чехов - Гений! Пӗрре те ансат мар ун хайлавӗсене куҫарма!..
Анчах та - питӗ тӑрӑшсан! - пулать! М.т. Чӗлхемӗр питӗ пуян пирӗн! Пурнатпӑр-ха!
Май пуррипе усӑ курса, "Чӑваш халӑх сайчӗн" тусӗсене - пурне те! - Чӑваш Енӗмӗрӗн чаплӑран та чаплӑ Юбилейӗпе саламлатӑп!
Валери Туркай. 89278555480
Кăсăкланакан // 2092.04.8678
2020.06.22 14:10
Пĕлме юрать-ши, хаклакансем калава кам куçарнине пĕлнĕ-и е пĕлмен-и хакланă чухне?
Борис Чиндыков // 3989.02.8722
2020.06.24 10:22
Эпĕ кам куçарнисене пĕлмен, мана куçарусене куçаруçисене кăтартмасăр ярса панăччĕ. Ман шутпа, питех те тĕрĕс тунă, пире куçаракансен ячĕсене пĕлтермесĕр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем