Ҫак эрнере Муркаш районӗнчи Ильинка ял тӑрӑхӗнче пуху иртнӗ. Вӑл тӑрӑхри Йӑпӑлти ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫӗр лаптӑксенчен пӗрне строительство материалӗсем, хӑйӑр, вак чул валли уйӑрасшӑн пулнӑ. Ҫав ыйтупа унтисем халӑх итлевне пуҫтарӑннӑ. Пухӑва Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев та хутшӑннӑ. Кун пирки вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ. Депутата вӑл тӑрӑхрисем хӑйсем чӗнсе илнӗ.
Депутат пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл лаптӑка рекреаци тӗллевӗпе упраса хӑварма пултарнӑ.
Александр Андреев халӑх шухӑшӗпе кӑсӑкланманнинчен, сӗмсӗрлӗхрен тӗлӗннине пӗлтернӗ. Вӑл ҫавӑн пекех коммунистсен партийӗ ҫынсен интересне хӳтӗлеме ялан хатӗррине пӗлтернӗ.