Ӗнер республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫунӑ. Ҫурҫӗр енчи районсенче аслати ытлах кӗмсӗртетмен. Кӑнтӑр енче вара пӑр та ҫукаланӑ. Ҫынсем пӑрҫа пысӑкӑш пӑр ҫунине халӑх тетелӗсенче ӳкерсе лартнӑ.
Комсомольски районӗнчи Урмаелте вара пӗр ҫурт аҫа ҫиҫӗмрен шар курнӑ. Унта каҫхи 6 сехетре аслати кӗмсӗртетнӗ, кирпӗч ҫурта аҫа ҫапнӑ. Ҫуртра пушар тухнӑ. Ӑна сӳнтернӗ-ха, анчах пӳртӗн стенисем хуралса ларнӑ, телевизор ҫунса кайнӑ.
ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар аҫа ҫапнӑран тухнӑ.