Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Чӑваш чӗлхи
![]() «Чӑвашла радио итлес терӗм, чӑвашла вӗренмешкӗн. Сайта уҫрӑм та итлеме пуҫларӑм, вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Ытти канала куҫрӑм, вырӑсла юрӑ янрать... Ман шутпа, чӑваш чӗлхине упрас тесен, чӑвашла радиора кунӗпех чӑвашла кӑна янрамалла», – тесе чӑвашла ҫыпӑҫуллӑ ҫырнӑ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Yuto Hishiyama. Яндекс.Тӑлмачпа куҫарнӑ пулӗ тесе шухӑшлама кирлӗ мар. Вӑл каччӑ тахҫантанпах чӑваш чӗлхине тата тутар чӗлхине вӗренет. Сӑмах май каласан, вӑл «#эпӗчӑвашлакалаҫатӑп» хэштегпа чӑвашла сӑвӑ вуланине те хӑйӗн страницине вырнаҫтарнӑ. «Чӑваш чӗлхи манӑн тӑван чӗлхе мар пулсан та, вӑл мана вӑй парать. Юратса вӗренетӗп. Ӗмӗрлӗхе упранса юлтӑр!», – тесе ҫырнӑ ҫамрӑк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |