Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ. Елчӗк районӗнче ака вӗҫленнӗ ӗнтӗ, Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче ку ӗҫе юлашки гектарсем ҫинче пурнӑҫлаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра ҫуртрисене 114,6 пин гектар акнӑ. Ку вӑл планпа пӑхнин 59,4 проценчӗ пулать. Ҫапла вара ҫуртрисене акассипе аграрисем ҫурринчен иртнӗ. Планпа пӑхнӑ лаптӑксене Елчӗк районӗнче ҫӗннӗ, Шӑмӑршӑ районӗнче палӑртнин 85,1 проценчӗ чухлӗ акнӑ.
Ҫӗрулмине 596 гектар лартнӑ, пахчаҫимӗҫе — 190 гектар, ҫу валли туса илекен культурӑсене — 6 пин гектар. Хӑмла хуҫалӑхӗсенче те ӗҫ малалла пырать.