Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 31 ҫулти арҫын тӗлӗшпе, РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл пиччӗшне вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫав арҫын ӳсӗр пулнӑ, килӗнче амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Амӑшӗ ывӑлӗ ӗҫлеменшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ.
Вӗсем вӑрҫӑннине пиччӗшӗ илтнӗ. 37 ҫулти арҫын киле кӗнӗ те амӑшне хӳтӗлеме пуҫланӑ. Пӗртӑвансем вӑрҫӑнса кайнӑ. Кӗҫӗнни ҫӗҫӗ ярса тытнӑ та аслине икӗ хутчен чикнӗ.
Пиччӗшӗ ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗллевпе тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ.