Паян, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Альфа-банк карттисемпе усӑ курма май ҫуккине вӗсен хуҫисем асӑрханӑ. Банк карттисем банкӑн мобильлӗ приложенийӗнче те курӑнман. Ҫакӑн пирки ҫынсем тӗнче тетелӗнче, сӑмахран, «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче, пӗлтернӗ.
Пӑтӑрмах пирки банк клиентсене маларах систерсе хуман иккен. Халӑх ушкӑнӗнче ҫынсем пӑшӑрханса ҫырнине курсан банк ӗҫченӗсем хӑш-пӗр карттӑ хуҫи пирки хыпар уҫӑ ҫӑлкуҫсенче сарӑлнине, ҫавна кура карттӑсемпе усӑ курма чарнине пӗлтернӗ.
Каярах Альфа-банкӑн пресс-службинче клиентсен укҫа ҫухатас хӑрушлӑх ҫуккине ӗнентернӗ.
«Карттӑсемпе усӑ курма чарнине пӑрахӑҫлатпӑр. Ҫывӑх вӑхӑтра мӗнпур карттӑна ҫӗнӗрен тӳлевсӗр кӑларӑпӑр», — шантарнӑ кӗҫех банк ӗҫченӗсем.