Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫат редакцийӗ йӗркелекен «Ҫулталӑк ҫынни» конкурс ҫӗнтерӳҫи паллӑ. Тупӑшӑва хутшӑннӑ 11 кандидатран чи нумай сасӑ пухса «Ҫулталӑк ҫынни — 2019» хисеплӗ ята Кзыл Чишмари ветеринари участокӗн заведующийӗ Халимулла Хамматов тивӗҫнӗ. Хыпара район администрацийӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ.
Хаҫат редакцийӗ ҫӗнтерӳҫӗне чун-чӗререн саламланине, пурнӑҫра ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу суннине пӗлтернӗ. Ӑна нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче районти культурӑпа кану центрӗнче Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул, Аслӑ Ҫӗнтерӗве 75 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятире чыслӗҫ.
Хаҫат редакцийӗ конкурса хутшӑннӑ ытти кандитата, ҫавӑн пекех вӗсемшӗн сасӑланӑ ҫынсене те тав тунине пӗлтернӗ.