Алькешри Болгарстрой урамӗнчи канализаци ҫӑлне ача кӗрсе ӳкнишӗн «Водоканал» ӗҫченне штрафланӑ.
Аса илтерер: пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑччӗ. Ҫулталӑк та 10 уйӑхри ача урама амӑшӗпе тухнӑ. Асли хыҫҫӑн утса пыраканскер канализаци ҫӑлне, 3 метр тарӑнӑшне, персе аннӑ. Ача хытах суранланман-ха. Пульницӑра тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна киле янӑ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем яваплине шырама пикеннӗ. Канализаци ҫӑлне хупманшӑн «Водоканал» предприятин ӗҫченӗ айӑплине палӑртнӑ.
Уҫӑ ҫӑла ҫын ӳкесрен карта тытса хупламалла пулнӑ тесе арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл унччен судпа айӑпланманнине, йӑнӑша йышӑннине, ачана сӑтӑр кӳнине саплаштарнине шута илсе суд ӑна 7 пин тенкӗ штрафланипе ҫырлахнӑ, пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ.