Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Анатолий Юман 80 ҫул тултарчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Йелмел Микулайе 14.09.2012 08:30 | 1995 хут пӑхнӑ
Анатолий Юман
Анатолий Юман

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан поэт, Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн пайташӗ Анатолий Ермилов-Юман авӑнӑн 12-мӗшӗнче 80 ҫул тултарнине паллӑ турӗ.

Вӑл Чӑнлӑ районӗнчи Чӑвашкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 40 ҫула яхӑн район хаҫатӗнче вӑй хунӑ. "Канаш" хаҫата пуҫласа яракансенчен пӗри пулнӑ. Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑнлӑ районӗн пӗрремӗш Хисеплӗ ҫынни. Петӗр Хусанкай ячӗллӗ преми лауреачӗ, Мария Ульянова ячӗллӗ преми лауреачӗ, Чӑваш халӑх ӑсчахӗ, ЧНКан Ваттисен канашӗн членӗ. 45 кӗнеке авторӗ.

Юлашки ҫулсенче А.Юман чӑваш литературинче сонетсен кӗнекисене пичетлесе кӑларса палӑрчӗ.

«Анатолий Юман — ку чухнехи чӑваш литературинчи чи сумлӑ ятсенчен пӗри», — тесе ҫырать Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Аристарх Дмитриев.

Юман пултарулӑхне тӗрлӗ вӑхӑтра чӑваш литературин ҫӑлтӑрӗсем: Ухсай Яккӑвӗ, Петӗр Хусанкай, Юхма Мишши, Стихван Шавли, Ваҫлей Давыдов-Анатри, Георгий Ефимов, Юрий Сементер, Алексей Воробьёв, Анатолий Смолин тата ыттисем — пысӑк хак панӑ.

А.Юманӑн пысӑк ӑсталӑхне кура ентешӗсем ӑна Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑваш халӑх поэчӗ теҫҫӗ.

Анатолий Фёдорович хӑйӗн юбилейне икӗ кӗнеке харӑс кӑларса кӗтсе млчӗ.

#Чӑвашкасси, #Чӑнлӑ районӗ, #культура, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #юбилейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем