Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Стихван Шавли

Стихван Шавлы (Стихван Антонович Шумков) — чӑваш халӑх сӑвӑҫи. Самар облаҫӗн Шӑнтал районӗнчи Чулҫырмара 1910 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1976 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вилнӗ.

1974 ҫулта ӑна чӑваш халӑх сӑвӑҫи ячӗпе чысланӑ.

Кун-ҫулӗ

Хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. 1939 ҫулта Хусанти педагогика институтне пӗтернӗ.

1937 ҫулта Шупашкара куҫнӑ. Кунта вӑл «Сунтал» журнал редакцийӗнче, кӗнеке издетельствинче, писетельсен союзӗн правлениӗнче, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн редакцийӗнче, тата ытти пичет тата информаци учрежденийӗнче ӗҫленӗ.

Пултарулӑхӗ

Пирвайхи хайлавӗсем 1931 ҫулта пичетленнӗ. 30 ытла кӗнеке кӑларнӑ.

Унӑна чылай сӑвви Октябрь революцийӗпе, Владимир Ленинпа, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ.

Поэт Макҫӑм Горькийӗн, П.Ершовӑн, И.Крыловӑн, Михаил Лермонтовӑн, Н.Некрасовӑн, Я.Райнисӑн тата ытти ҫыравҫӑн хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Стихван Шавли
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Agabazar тӳрлетнӗ, информацие 2021-02-15 22:45:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10607 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем