Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шӑпчaклӑ ҫӗршывӑм — Чӗмпӗрьен!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 03.05.2007 22:59 | 2142 хут пӑхнӑ

Чӗмпӗр чӑвашӗсем пӗлтереҫҫӗ:

Область филармонийӗнче юрӑҫӑсен “Чӑваш шӑпчӑкӗ” фестивалӗ иртрӗ. Унта районсенче ҫӗнтернӗ 18 ҫын хутшӑнчӗ.

Наци культурисен центрӗпе чӑваш культура пайӗ “Чӑваш шӑпчӑкӗ” фестивале саккӑрмӗш хут ирттерчӗҫ. Кӑҫалхи уява И.Я.Яковлев ҫуралнӑ куна халалланӑ. Ытти ҫулсенчи фестивальсемпе танлаштарсан саккӑрмӗшӗ ҫамрӑкланнипе уйрӑлса тӑрать. Ҫамрӑк ӑру чӑваш кӗвви-cӗмми патне туртӑнни чӑваш этеплӗхӗ малашне те аталаннине ҫирӗплетет.

Юрӑҫсене саламласа, ырӑ сунса наци культурисен центрӗн директорӗ С.А.Орлова сӑмах каларӗ, УОЧНКА ячӗпе – В.И.Сваев.

А.Н.Чурбанов (жюри председателӗ), УОЧНКА председателӗ В.И.Сваев, О.Н.Мустаев тележурналист, Раҫҫейри Писательсен тата Журналистсен пӗрлӗхӗн членӗ, “Канаш” хаҫатӑн ҫырусен пайӗн пуҫлӑхӗ А.Г.Дмитриев, пӗрремӗш “Чӑваш шӑпчӑкӗн” лауреачӗ, “Эревет” ушкӑн юрӑҫи В.П.Сорокин, УОЧНКА ӗҫтӑвкомӗн культура енӗпе ӗҫлекенӗ Г.М.Никитина тyрӗсене, паллах, чи пултаруллӑ юрӑҫӑсене тупса палӑртма йывӑр пулчӗ. Ҫапах та вӗсем хaйсен тивӗҫне лайӑх пурнӑҫларӗҫ.

Чӑваш халӑх культурине аталантарассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн, “Чӑваш шӑпчӑкӗ” фестивале хутшӑннӑшӑн ятарлӑ дипломсене Николай Убамзаров (Ульяновск районӗ, Унтaр), Марина Петрова (Чaнлӑ районӗ, Аслӑ Нагаткин), Марина Карамзина (Ульяновск хули, Засвияжски районӗ), Варвара Ерофеева (Вешкайма районӗ, Каркиел), Екатерина Угасина (Кивӗ Майна районӗ, Дмитриево-Помряскино), Раиса Никонорова (Ульяновск районӗ, Шумовка), Дмитрий Ахмеров (Чaнлӑ районӗ, Пухтел), Лена Стефейкинӑпа Надя Воробьева (Ульяновск районӗ, Унтaр), Александр Варзаровпа Кристина Хубахова (Ульяновск районӗ, Аслӑ Ключище), Надежда Спиридонова, Елена Демидова, Надежда Ильмукова (Чартаклӑ районӗ, Уcaркка), Ирина Пузырникова (Cинкeл районӗ, Уличе) тивӗҫрӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене номинацисемпе уйӑрчӗҫ. Мария Селиванова – эстрада юррисене чи лайӑх юрлакан, Настя Шумилова – куракансемшeн чи лайӑх юрaca, Катя Шепелева — халӑх юррисене чи лайaх юрлакан номинацисенче ҫӗнтерчӗҫ.

Юлашкинчен фестивале хутшӑнакансене те, ҫӗнтерӳҫӗсене те хаклӑ парнесем парса чысларӗҫ.

“Тӗрлӗ мероприятисем ирттерет чӑваш культура центрӗ. Кӑҫал уйрӑмах йышлӑ фестивальсемпе конкурссем пулчӗҫ. Чӑваш этеплӗхне манман, чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн тӑрaшакансем пире яланах пулaшаҫҫӗ. Паянхи уява ирттерме, юрӑҫӑсене апат ҫитерме тата хаклӑ парнесем илме “Еткер” фонд президенчӗ О.Н.Мустаев, Хула Думин председателӗн ҫумӗ П.К.Столяров, Кӗрешӳ федерацин президенчӗ В.В. Софронов, “Ульяновскцентргазстрой” тӗп директорӗн ҫумӗ Ю.В.Федоров, “Ульяновскцентргазстрой” коммерци директорӗ А.В.Федоров пулӑшрӗҫ. Вӗсене ҫӗре ҫити таймапуҫ.

— Ҫаплах Ҫамрӑксен канашӗн хастарӗсене палӑртса хӑварас килет. Фестивале ертсе пыракансене — Марина Карамзинӑпа Марина Головинӑна, хамӑр центрта вӑй хуракансене, жюри членӗсене, хӑнасемпе артистсене, юрӑҫӑсене хатӗрлекенсене пысaк тав”, — терң чӑваш культура пайӗн пуҫлӑхӗ И.В. Гаврилова.

Жюри председателӗ А.Н. Чурбанов фестиваль пирки шухӑшне пӗлтерчӗ: ”Эстрада вӑйлӑ аталанса пырать. Анчах та ҫакӑн пек фестивальсенче ытларах халӑх юррисем янӑрамалла. Авалхи юрӑсене пирӗн ҫитес ӑрусем валли сыхласа хӑвармалла. Тепӗр фестивале кашни хaй тӑрӑхӗнчи хӑлaх юррипе конкурса килессе шанатӑп”.

#Чӗмпӗр облаҫӗ, #фестивальсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем