Ҫураки ӗҫӗсем вӗҫленсен чӑваш халӑхӗ Акатуй уявӗнче савӑннӑ. Темиҫе кун маларах хатӗрленнӗ уява — йывӑр ӗҫ хыҫҫӑн канни питӗ те усӑллӑ, тата акнӑ тырӑ ӑнса пултӑр тесе чӳклени те кирлӗ-ҫке. Уяв умӗн кил-ҫурта тирпейленӗ, кашни кил Акатуя ирттерме кашни мӗн те пулин панӑ — пир-авӑр, кӗпе, сурпан тата ытти — вӗсем пурте парне шутне кӗнӗ.
Акатуя ваттисем пуҫланӑ — вӗсем ҫураки епле иртнине пӗтӗмлетнӗ, Турӑран ырлӑх ыйтса чӳкленӗ. Халӑх пухӑннӑ май пӗр-пӗр ыйтӑва пӗрле канашласа сӳтсе явни те час-часах пулнӑ ку уявра. Малалла вара тупӑшу-кӗрешӳ пуҫланнӑ — кам чупса, кам сиксе, кам кӗрешсе, кам ухӑран тӗл персе мала тухма тӑрӑшнӑ. Вӑййисем чӑнах та тӗрлӗрен пулнӑ, карусельпе чуччу таврашӗнчен вара ача-пӑча уйрӑлма пӗлмен. Хальхи вӑхӑтра ытларах вӗрен туртасси, футбол, волейбол вӑййисене ирттереҫҫӗ. Дартс, артреслинг, пневматика пӑшалӗнчен пересси те тӗл пулать.
Йӗпреҫ районӗнчи Акатуй ҫӗртмен 16-мӗшӗнче иртӗ. Кӑмӑл пулсан эсир Йӗпреҫри культрӑпа кану паркне пыма пултаратӑр, пуҫламӑшӗ 11 сехетре. Вӑйӑсемсӗр пуҫне сире пысӑк концерт кӗтӗ. Программӑпа кунта паллашма пулать.